ls3

Lattinĕzzĕlle Shuhăshlav

Shuhăshlasa Şyrnisem

Мĕншĕн компьютер командисене -АС/-ЕСпе куçарсан лайăх?

1. Хальхи компьютерсем тек ĕлĕкхилле тарçăсем мар. Ĕлĕкрех вăл, програмистсем компьютера ĕçлеттерес тенĕ, хăйсен командисене пурнăçлаттарас тенĕ. Паянхи кун Windows - сĕтел пек, ун çинче эпир хамăр ĕçлетпĕр пек, тек ашака кутран тапса уттарнине туймастпăр. Кашни утăма хамăр хутшăнатпăр. Эппин, эпир компьютера нимĕн те хушмастпăр - хамăра хамăр йĕркелесе тăратпăр, меллĕх шыратпăр.

2. Акăлчан чĕлхи ĕç-хĕл (verbum) формисенчен чăваш чĕлхинчен самай чухăнрах. Ытларах чухне вăл тĕрлĕ ăнлава пĕр универсаллă формă урлă çитерет. Акăлчанла ĕç-хĕлĕн чи кĕске форми вăл - хушу наклоненийĕ - чăваш чĕлхинче пекех ахăр! Мĕнре-ха уйрăмлăхĕ?

акăлчанла ĕç-хĕлĕн хушу форми акăлчанла япала ячĕпе тÿр килет - LOVE "юрат" - LOVE "юрату".

Çапла майпа компьютер командисем те хушу мар, ят пулса тăраççĕ (команда ячĕ) - CUT "кат!"> "катăк, кату"; EDIT "тÿрет!">"тÿретÿ"

Çак формах тĕрлĕ аналитикăлла формăсен пайĕ пулса тăрать, хушу ăнлавĕ унăн пачах çухалать.

Вара акăлчанла интерфес паянхи усăçа пур енчен те тивĕçтерет. "Let me... Cut", "Let me... Edit"

3. Вырăсла интерфейсра командăсене вырăс чĕлхин универсаллă юрăхлă нейтраллă -ть формипе куçараççĕ. Вăл та питĕ килĕшÿллĕ.

4. Туркăлла командăсене хушу формипе куçараççĕ. Вĕсем пурнăçра та хушу формипе час усă кураççĕ. :) Тата турккă чĕлхинче юрăхлăрах формă çук. Юрăхлăрах пек -mak инфинитив час-часах япала ятне урăх ăнлавпа куçать, тата вăл çуклăх форми пек илтĕнет. -me инфинитив (чăвашла -ас) турккăлла çуклăх формине те пĕлтерет. Турккăлла интерфейссем вара чăннипех килĕшÿсĕр.

Чăваш чĕлхинчи КОМАНДА - ХИСТЕВ

Грамматика формисенчен пуян чăваш чĕлхинче хистеве палăртма тĕрлĕ май пур. Кашни майăн ăнлавĕ, усси, сисенки енчен уйрăмлăхĕ пур. Психологи енчен калакан та, илтекен те хистеве хăйен ирĕкне-ирĕклĕхне, ăсне кура хаклать; хистевпе килĕш сен те килĕшмесен те пултарать:

A - Грамматикăлла хистев - Хушу наклоненийĕ:

a1-харпăр хăйне хушни: ТĂВАМ

a2-харпăр теприне тÿррĕн хушни: ТУ

a3-харпăр теприне урлăн хушни: ТУТĂР

a11-харпăр хăйне тата хăйĕн йышне хушни: ТĂВАР

a22-харпăр йыша тÿррĕн хушни: ТĂВĂР

a33-харпăр йыша урлăн хушни: ТУЧЧĔР

Хушу наклоненийĕ туйăм енчен - агрессивлă. Тем тесен те, калакан илтекене (хăй-и, тепри-и, йыш-и) пĕр-пĕр япалана ирĕксĕр тума хĕсĕрлет.

B - Логикăлла хистев

b1 - Пулас причасти: ТĂВАС

Причасти формисем - чăваш чĕлхин чи ансат, çав вăхăтрах чи универсаллă пулăмĕ - вĕсем Ĕçе, Япалалăха, Паллăлăха çыпăçтараççĕ. ТУ> ТУНĂ, ТĂВАКАН, ТĂВАС > ТУНИ, ТĂВАКАННИ-ТĂВĂНАКАННИ, ТĂВАССИ. Чăвашла логика та причасти тавра тĕвĕленет-тĕр.

Причасти форми чăваш чĕлхинче пур шухăша çемçетет. ТУРĂМ вырăнне ТУНĂ, ÇЕМÇЕТЕТ вырăнне ÇЕМÇЕТЕКЕН, КАЯМ вырăнне КАЯС тесен сăмахăн татăклăхĕ чакать, йăвашлăхĕ ÿсет.

Хистеве палăртакан ТĂВАС форма ТĂВАМ пек пусмăрламасть, калакан тăвас ĕçе килĕшсе ирĕклĕн пуçăннине систерет.

b2 - Пулмалли причасти: ТУМАЛЛА

Хушу наклоненийĕ евĕр ирĕксĕрлĕхе пĕлтерет, анчах тÿррĕн хушмасть, илтекен килĕшсен те килĕшмесен те пултарать, ĕç пурнăçланасси паллă мар, хушакан е условие, е результата кăна палăртаять.

b3 - Аналитикăлла ПУЛАТЬ форма: ТĂВАС ПУЛАТЬ (пуплевре ТĂВАСПАТЬ, ТĂВАСПĂТЬ синтетикăлла форма пулса каять)

Ăнлавĕ пулмалли причастинни евĕрех. Уйрăмлăхĕ палăрмаллах мар.

Пĕтĕмлетÿ

1-мĕш пунктра палăртрăм ĕнтĕ паянхи усăçсем копмьютера нимĕн хушмаççĕ, компьютер хатĕрĕпе усă курса хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ кăна. Паянхи усăç компьютерпа темĕн хăтланнă чухне ахăртнех акăлчанла: "Let me...", вырăсла "Надо..." тесе шутлать, компьютерта çырнă командăсем вара ун шухăшне вĕçлеççĕ: "Let me... add color", "Надо... добавить цвет".

Куратăр, акăлчан чĕлхин аналитикăлла форми вырăсла (ытти Инди-Европпă чĕлхисене) аванах куçать. Чăваш, турккă чĕлхин синтаксисĕ вара "надо" сăмаха умĕнчен мар, хыçĕнчен картать.Турккă шутлать "Renk katacam" е "Renk katalĭm", вара çÿлĕкре "Renk katma" шырать, анчах çÿлĕкре "Renk Kat" тупăнать. Логика енчен турккă процесĕ çураçмасть. Вăл хăй хушмасть, ăна компьютер хушать пек пулса тухать - пуçра шухăш çапла çаврăнать: 1) Renk katacağim "Тĕс кĕртем-ха" > 2) Renk Katma? "Тĕс кĕртесси?"> 3) Renk Kat? "Тĕс кĕрт?" > 4) Tamam "Юрĕ, кĕртем". Акăлчанри е вырăслинчи 1 вĕçленнĕ шухăш, турккăлла 4 шухăш! пулса тăрать - пĕр хистев, икĕ ыйту, пĕр килĕшÿ. Каларăм ĕнтĕ (4-мĕш пункт), ку турккă чĕлхин уйрăмлăхĕсенчен килет. Чăваш та турккă пекех малтан хăйне хушать. Унтан палăртнă ĕçе управлени çÿлĕкĕнче (панель управления) шырать. Турккăлла пек хушу наклоненийĕнче çырсан чăваш куçĕ Хушупа тĕл пулать. Кам вара хушать? Компьютер! Вара пуç мими ирĕксĕрлĕх серепине лекет. "Хăш командине пурнăçлас-ши?" тесе лар вара чăвашăн.

Апла ан пултăр тесен, командăсем шухăшпа килĕшÿллĕн вуланмалла. 1) "Тĕс кĕртес-ха" 2)? 3) "Тĕс кĕртес" 1) Shuhăsh 2) Shyrav 3) Kilĕshü, Purnăşlav. Пĕрре хăнăхсан 1)?... 2)"...Тĕс кĕртес" - 1 шухăш. Эпир компьютер тарçисем мар, компьютера та тарçăра тытмастпăр. Ĕçĕмĕрти кашни утăм хамăр хутшăннипе пурнăçланине ĕненес килет, ĕмĕтĕмĕр чăнлантăр тесен компьютер та чăн чĕлхепе калаçтăр, хушăва мар, чăн ирĕке палăрттăр. Компьютер хатĕрĕсене чăвашла çакна шута илсех куçарас.

Tĕp Pit / Home / Главная:

CV EN RU

CVLat: Alfavit, Translitterazzĭ

Lattinĭzzălla Shuhăshlav

Şyhănu / Contact

Linksem / Links / Ссылки