lattinitsasjahlatj2

Lattinĕzzĕlle Shuhăshlav

Căvashlăhshlăhpa Lattinle Şyru

ЛАТИН ШРИФЧĔ ÇИНЧЕН

Ahmat, Kanash Huli

Avan-i, #26, Şurla, 1992

Чăваш çырулăхĕнче улшăнусем кирли пирки манăн иккĕленÿ çук. Çак ĕçе паянах тытăнмалла. Шанчăк, паллах, çамрăксенче. Хальхи графикăна тÿрлеткелесе пăтрашăнса кайиччен латин графики çине куçсан авантарах пуль тетĕп. Чăваш чĕлхин тăвăр кĕпине улăштармалла. Çакă вăл пулас ăрусемшĕн калама çук пысăк парне пулĕ. Чĕлхемĕр ун чухне пачах урăхла сывласа ярĕ, тĕнче умне тухĕ, чăваш пурнăçĕнче те урăхла вырăн йышăнĕ.

Анатолий Кипеч. – «Хыпар» 21.04.92

Ăçталла кайма пикеннĕ-ха вĕсем? Турци çĕнĕ империйĕн вассалĕ пулас килет-ши вĕсен? Тÿрех йышăнас çук пире Турци: малтан шăхличĕ вĕçне кастар, вара кириллицăна, урăхла каласан, И. Я. Яковлев алфавитне хыçалти алăкран тислĕк купи çине пер. Çапла мар-и, хĕрмэтлĕ эфенди-сем (вырăсла: уважаемые господа). «Аван-и» хаçат латинла шрифтпа тухма тытăнни çинчен нумаях пулмасть «Хыпар» пĕлтерчĕ. Çапла, хам вуларăм.

М. Федотов профессор. ― «Хыпар», 30.05.92

Пикенчĕксĕр мухтава тивĕçлĕ, анчах та алфавитăр чăваш чĕлхинчен ытларах тутар чĕлхине юрăхлă. Мĕншĕн? Эсир «к», «п», «с», «т», «ч», «ш» («ç» тата «х» çинчен теме пула маннă) хупă сасăсен янрав хушшинчи тĕсĕсене уйрăм саспаллисемпе палăртасшăн. Анчах та вĕсен янравлăхĕ «г», «б», «з», «д», «ж» т. ыт. хупă сасăсен янравлăхне çитмесĕр те пултарать, тăтăшах вĕсем çурма янравлă каланаççĕ-вуланаççĕ. Чăваш чĕлхин хупă сасăсен йĕрки-тытăмĕ çавнашкал, чĕлхе тасалăхне пирĕн хытă сыхлас пулать. Унсăр чĕлхемĕрĕн хăйнекĕвĕлĕхĕ çухалать, йĕрки-тытăмĕ арканать, чĕлхи те хавшаса, хăлтăланса вăйлăрах аталаннă чĕлхесем айне пулма пултарать, кайран пач та çухалать. Ахаль те чăваш чĕлхинче тĕрлĕ çÿп-çап нумай, вĕсем чĕлхе йĕркине пăхăнмаççĕ, нумайрахăшĕ вырăс чĕлхинчен «каçнă».

Латтин шрифчĕ çине куçас тесен, çав çĕнĕ алфавитăн никĕсне чăваш чĕлхин йĕрки-тытăмне хурас пулать, саспаллисенее чăвашла ят парас пулать. Эпĕ кăшт урăхларах алфавит сĕнесшĕн. Вăл Халăх хушшинчи Тĕслĕх Пĕрлешĕвĕ (ISO – International Standard Organisation) латтин çине куçакан халăхсене панă сĕнÿсемпе килĕшÿллĕ.

Алфавит / Алăс

Çак 22 саспаллипеле 30-тан кая мар сасă палăртма пулать; ― hürellĕ păncăpa ― şemşelĕhe palărtma pulat’.