Lattinĕzzĕlle Shuhăshlav


Lattinĕzzĕpa Căvashlăha Şyhăntarsa Şyrnisem

 Tĕp Pit / Home / Главная: CV EN RU

CVLat: Alffavitt, Translitterazzĭ

Lattinizzălla Shuhăshlav

Şyhănu / Contact

Linksem / Links / Ссылки

ЧĂВАШЛĂХА ЛАТИНИЦА ÇĂЛĔ

Анисия Ермошкина, педагог-пенсионерка

    Патăрьел районĕ, Çĕньял ялĕ.

    «Хыпар кĕнеки», 25/5/, Шупашкар, 1997, юпа, 24

 

Чăваш çырулăхĕнче кириллицăна пăрахмалла, латин графики çине куçмаллах. Çак хамăн шухăша тĕслĕхсемпе ăнлантарасшăн. Сăмахсене асăрхăр: ил, им, мел, пир, тир, тип, пил.

    Çак сăмахсене мĕнле чĕлхепе вуларăр? Паллах, чăваш сăмахĕсем хушшинче вĕсем урăхла вуланаççĕ, вырăс вулавĕнче çак сăмахсен çемçелĕхĕ çухалать.

    Чăваш сăмахĕсемпе вырăс сăмахĕсене тата сăмахсенчи пĕр пек сыпăксене вуласа танлаштарар:

 

чăваш сăмахĕсем - вырăс сăмахĕсем

ил         ил /юшкăн/

мел       мел /пурă/

пил       пил /ĕçнĕ/

и/лет    кот/лет

и/лет    пи/шет

тет        ка/тет

Паллă тунă сăмахсене те, сыпăксене те чăваш чĕлхинче те, вырăс чĕлхинче те пĕр пекех çырнă, анчах сыпăк вĕçĕнчи хупă сасă тĕрлĕ чĕлхере тĕрлĕрен илтĕнет, чăвашсен — çемçе, вырăссен хытă.

Вырăс чĕлхинче сыпăк вĕçĕнчи хупă сасă çемçен илтĕнсен çемçетекен /ь/ паллă çыраççĕ, чăвашсем — çырмаççĕ. Татах пĕр-пĕрне хирĕçлекен тĕслĕхсем илсе танлаштарар:

 

чăваш сăмахĕсем - вырăс сăмахĕсем

кин       кинь / ывăт/

мел       мель /ăшăх вырăн/.

кĕ/рен  си/рень

хĕ/вел  вель/ ветка

 Уйăрса кăтартнă сăмахсем е сыпăксем пĕр пекех илтĕнеççĕ, анчах çырасса тĕрлĕ чĕлхере тĕрлĕрен çыраççĕ.

Чаваш чĕлхи çемçе чĕлхе. Унăн çемçелĕхне чăваш çырăвĕнче, вырăс чĕлхинчи пек, çемçетекен /ь/ паллăпа палăртса пĕтерме çук.

Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхинчен улшăнмасăр кĕнĕ сăмахсем нумай, шучĕ çулсеренех ÿcсе пырать, вĕсене пурне те вырăс чĕлхин саккунне пăхăнса вулатпăр тата çыратпăр. Вырăс чĕлхин витĕмне пула чăваш сăмахĕсене те вырăслатса çыра пуçларĕç. Çемçе сăмахсенче çемçетекен /ь/ паллă çырмалла мар тени ачасен пуçĕнчен тухса пырать. Вĕсен чăвашла çырнă ĕçĕсенче ильсе, кильте, ĕçлеть, вĕреньтеть йышши йăнăшсем нумайлана пуçларĕç. Мĕне пĕлтерет ку? Вырăссен кириллици чăваш чĕлхин тĕп паллине - сингармонизм саккунне - аркатнине палăртать.

Ĕлĕк хут пĕлмен асанне кĕнеке-хаçат тытсан çапла калатчĕ: "Хут çине тĕрлесе тултараççĕ". Паян кун вырăссен те кириллица, пирĕн те кириллица. Вырăссен вулавĕпе çырăвĕнче те, чăвашсен вулавĕпе çырăвĕнче те пĕр пек "тĕрĕсемпех* усă куратпăр. Анчах та чĕлхи пĕр мар-çке!

Чăваш чĕлхи çепĕç чĕлхе терĕмĕр. Унăн çепĕçлĕхне вырăс чĕлхи, вырăссен кириллици таптать. Кун çинчен те тĕслĕхсемпе тĕплĕн ăнлантарма пулать, анчах та ахаль те илсе кăтартнă тĕслĕхсем вулаканăмăрсене йăлăхтарса çитерчĕç пуль. Манăн хамăн 8 ача хушшинче те мĕне кирлĕ вăл чăваш чĕлхи текенни пур та /çапла каланинче вĕсен — ачасен — айăпĕ çук, чăваш шкулĕсене вырăслатса ячĕç вĕт/. "Хыпар" хаçата вулакансем хушшинче те ун пеккисем пурах. Юлашкинчен пур пĕрех çырура пĕр-пĕрне хирĕçлекен тепĕр йышши тĕслĕхсене танлаштарса парас килет.

 

чăваш сăмахĕсем            - вырăс сăмахĕсем

калча    мальчик

шалча    пальчик

 

Вырăс чĕлхинче ч сасă умĕнче тăракан л саспалли çемçен илтĕнсен л хыççăн çемçетекен /ь/ паллă çыраççĕ, эпир — çырмастпăр. Чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхине тĕплĕн танлаштарса тишкерсе тухсан пирĕн шкулта вĕренекен ачасене пăтраштараканни, арпаштараканни темĕн чухлех пулнине асăрхатăн.

Чăваш çырăвĕ латиница çине куçсан чăваш чĕлхине вĕренесси самаях çăмăлланĕччĕ. Ахальтен мар ăслă çынсем чăваш çырулăхне тунă чухнех латин графикине тĕпе хумалли çинчен шухăшланă. И.Я.Яковлев чăваш çырулăхне латиницăпа палăртма пултарайнă пулсан, чăвашсемшĕн ĕмĕр-ĕмер мухтавлă çын пулнă пулĕччĕ. Вăл чăвашсемшĕн тăрăшнă тесе мухтанатпăр, çук çав, пустуй шавлатпăр, чуралăх туйăмĕнчен хăтăлайман вăл.

Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхем! Атте-анне чĕлхи, çуралсанах тымарланса чун-чĕрене кĕрсе вырнаçнă кĕвĕллĕ сасă чĕлхи. Ăруран ăрăва куçса пырса çак тарана çитнĕ чĕлхемĕре ача-мăрсенчен, мăнукăмăрсенчен кам туртса илесшĕн?

Хамăр чăвашсемех — килпетсĕр çынсем, манкуртсем, канлĕ пурнăç пурнассишĕн пурне те сутма хатĕррисем. Вырăссем хăйсен аллипе мар, пирĕн алăпах "кăвар" туртаççĕ — вырăслантараççĕ.

Чăвашлăхран кулни мар-и вара прокурорсемпе судьясем чăваш чĕлхине суд туса ларни. Ку мăшкăла мĕнле тӳсмелле?! Чăтма май çук!!! Курăмлă чăвашсем мĕн тăваççĕ? Эпир мирлĕ халăх тесе палкаса пурнаççĕ. /Каçарăр, чăн чăвашсем, ку сăмахсене хăвăр çине ан илĕр. Эпĕ чăн чăвашсем умĕнче пуçăма таятăп/.

Ĕненĕр, чăвашсем, тăванăмăрсем, шанчăк, çăлăнăс кириллицăна пăрахса латин графикине йышăннинче. Паян кун ниме пăхмасăр çак утăма тума хатĕрленер. Аса илер кӳршĕри тутарсене, манар мар унта пурăнакан чăваш халăхĕ çинчен. Тутарсемпе пĕр вăхăтрах латиницăна йышăнмасан, эпир Тутарстанри чăвашсене те пуçĕпех çухататпăр.

Кириллицăна латин графикипе улăштарнине хăнăхма йывăрах пулас çук. Пĕррехинче "Хыпар" хаçатра латин графикипе çырнă чăвашла статья пичетленнĕччĕ. Ман упăшка, вăрçă хыççăнхи çулсенче çичĕ класс пĕтернĕскер, çак статьяри латиницăпа çырнă текста тĕп-тĕрĕсех чăвашла вуласа лара парать — тĕлĕнсех кайрăм. Телевидени рекламинче те тăтăшах латиницăпа çырнă сăмахсене куратпăр, вĕсем мĕнлерех янăранине илтетпĕр. Урăхла каласан, латин графики шкулта ют чĕлхе вĕреннĕ чăвашсемшĕн курман-илтмен япала мар, чăваш чĕлхинчи сăмахсене сĕнĕ саспаллисемпе çырма пуçлани йывăрлăх патне илсе çитерес çук.

Эпĕ "Хыпар" хаçатра хушăран латин графикипе çырнă чăвашла çăмăл текстсем пичетлеме ыйтатăп.