Чунăмри кĕвĕсем

Ачалăхăм ман

Катаччи, çунашка

Чуччупа валашка.

Йăлт ÿстернĕ пире

Çил çунтатлă çилпе.

Ыр вĕçев. Ĕмĕтсем.

Шухăшлав. Шухăшсем.

Ачари ачашлав.

Малашри çутăсем.

Тантăшсем. Юлташсем.

Тем пайланă кунсем.

Куççульпе макăрсан

Чарăнан пуканем.

Ман ачалăх вăййи.

Ман ачалăх ăшши.

Пурте пур. Ытарми.

Ним те çук ытлашши.

Çĕнĕ юр

Çĕнĕ юрĕ çурĕ, çурĕ

Таврана шап-шурă турĕ.

Кăçалхи шап-шур юрпа

Эсĕ килтĕн çĕн çулпа.

Юрĕ, çулĕ – йăлт шап-шурă.

Çутă тĕслĕ ыр тĕнче.

Ирĕк шухăш питĕ шухă

Пурăнас килет хитре.

Шурă юрĕ çăвĕ, çăвĕ,

Майĕпен лăпланĕ те.

Çĕн юр пек илемлĕ туйăм

Юлĕ манăн чĕремре.

Чутай пики!

Чутай пики! Епле хитре эс.

Хаваслă кулă куçунта.

Чутай пики! Епле ăста эс.

Ĕç вылянать çеç аллунта.

Чутай пики! Епле сăпай эс.

Ыр туйăм çамрăк чунунта.

Чутай пики! Ăспа пуян эс

Малта пыран вĕренÿре.

Чутай пики! Пурте ăмсанĕç

Паян сана çак вăйăра.

Çÿлти çут çăлтăрсем йăл! çиçĕç,

Йĕр хывĕç çул уçса пырса.

Иртнине тавăрма

Иртнине тавăрам-ха тесе

Çÿрерĕм уйсенче.

Шырарăм хирсенче.

Тупаймарăм.

Йăнăшсем тăвам мар-ха тесе

Тимлерĕм шăплăха

Шутларăм пусăма

Такăнайрăм.

Такăнсах ÿкес мар-ха тесе

Хытартăм пĕвĕме

Йăпатрăм чунăма.

Çапах ÿкрĕм.

Иртнине тавăрма хĕн иккен.

Тĕтреллĕ кунсем.

Сĕмленнĕ каçсем.

Йăлт шăпланнă.

Çил

Вăштăр çилĕ пĕрчĕ пулчĕ

Вĕçсе килчĕ çĕр çине.

Хумлă-хумлă пусăм пусрĕ

Арпаштарчĕ ăршана.

Халь вăл – варкăш – çил юлташĕ.

Инçетре хитре хирте.

Кĕвĕсем шырать. Тен ташă?

Вăл ташлать пуль ирĕкре.

Çил-тăманлă вăхăт çитрĕ

Çавăрттарчĕ шăплăха.

Пăсрĕ.Асрĕ. Пĕтĕрттерчĕ.

Улăштарчĕ таврана.

Çавра çилĕ. Кур, çухалчĕ.

Час лăпланчĕ çил-тăман.

Майĕпен шăпланчĕ, кулчĕ

Йăлт çеç сикрĕ хушăка.

Ман ачалах сапки

Ман ачалăх сăпки вĕçсĕр юрă

Ах, аннеçĕм, сассу халь те турă.

Сассу турă, юрру йăпату.

Ниçта çук пуль ун чуль юрату.

Юрату, ырату пĕр чĕлхеллĕ

Вĕсем иккĕшĕ шухăш пулса

Пĕрлешсе пĕрмĕк тĕрĕ тĕрлерĕç

Пит çинчи хитрене çухатса.

Эпир çеç, эпир çеç, чул чĕреллĕ

Анне чĕннĕ сасса путарсах,

Ирĕкре темле çулăм хĕмленнĕн

Ыткăнатпăр ăшша пăрахсах.

Перле пулсан аван

Тăван-пĕтен пурри аван

Вĕсем пулсан тĕнче пуян.

Чун савăнать эсир пуртан

Пĕрле пулас килет ялан.

Йĕри-тавра юлташ пулсан

Ĕç те пырать ялан кал-кал.

Чун савăнать эсир пуртан

Пĕрле пулас килет ялан.

Ырă пускил мултан паха

Каяс килсех тăрать унта.

Чун савăнать эсир пуртан

Пĕрле пулас килет ялан.

Атте-анне – хĕвел ăшши

Йывăр чухне пурнăç хÿтти.

Чун савăнать эсир пуртан

Пĕрле пулас килет ялан.

Copyright © Шорникова Елена Альвовна 2014-2019 Все права защищены