Сăvašla sarăm \ Чувашская раскладка

mercen (Мерчен) - компьютерпа* чăвашла çапма май паракан ансат сарăм. Мерченпе çырнă чăваш саспаллийĕсем Чăваш Республикин çĕнĕ (май, 2009) стандартне тивĕçтереççĕ. Ятарлă пускăчсемпе усă курса Юникод кодировкипе ĕçлекен кирек мĕнле программăра та чăвашла текст кĕртме май парать. 

 çĕнĕ! 
 mercen TE7
Тăван Ен
 Çак сарăмпа усă курса  Тăван Ен хаçатра текстсем çапаççĕ. Кунашкал клавиатура меслечĕ ArialCyrChuv е TimesET Chuvash шрифтсемпе çапма хăнăхнă çынсемшĕн 
уйрăмах лайăх.
 Ăă - "Ёё" çинче
Ĕĕ - ",." çинче 
Çç - "+=" çинче
Ÿÿ - "\/" çинче

Çав хушăрах "AltGr+" меслетпе çапма хăнăхнисемшĕн те юрăхлă. "." "Shift+7" е "AltGr + ." çинче, "," "Shift+," е "AltGr+Shift + ." çинче пулнине ас тумалла). тĕплĕнрех»»
Чĕлхе панелĕнче çакнашкал курăнĕ:
Чи çĕнĕ версийĕ: mercen TE7 (уçламашкăн ятне пусас пулать)
 
mercen Raşşej

Чăваш Республикинче официаллă майпа йышăннă вырăсла чăваш алфавитпа усă курса çырмалли сарăм (раскладка). Вырăслипе ан пăтрашăнтăр тесе, чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен Пăлхар (Болгар) ушкăнне кĕнине кура Bulgarian (BG) сарăм пек курăнать:
 
Чи çĕнĕ верссийĕ: Mercen 11r (уçламашкăн ятне пусас пулать)
 
   
 
mercen Tĕnce

Халиччен усă куракан латтинла алффавитсем валли. Латтинла чăваш чĕлхи сас паллийĕсемсĕр пуçне ытти тĕрĕк чĕлхи тата тĕнчери фонетикă ассоциацийĕн паллисемпе транскрипци çырма май парать. 
 
Чи çĕнĕ верссийĕ: Mercen 77t (уçламашкăн ятне пусас пулать)
 

 
san valli 77 sas palli

Subpages (1): mercen TE7